Патӑрьел округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан арҫын савнине кӗвӗҫнипе чутах ҫунтарса яман. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫав кун арҫын 39 ҫулти савнийӗпе гаражра вӑрҫӑнса кайнӑ. Вӑл ӑна кӗвӗҫнӗ. Тарӑхса кайнӑскер ӑна бензин сапнӑ, шӑрпӑк чӗртсе вӗлерессипе хӑратнӑ.
Телее, хӗрарӑм унӑн аллинчен вӗҫерӗнче тарма пултарнӑ. Палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗнче вӑл савнийӗ патӗнче Патӑрьелте хваттерне вӑйпах кӗнӗ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак кунсенче Канаш округӗнчи сунар базинче сунар йыттисен куравӗ пулнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 65-мӗш хут иртнӗ.
Мероприятие Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Елчӗк, Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрнар, Патӑрьел округӗсенчи, Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи 57 йытӑ хутшӑннӑ. Паллах, вӗсен хуҫисем те пулнӑ.
Курва ҫулсерен сунар йыттисен пахалӑхне палӑртас, ӑратлӑ производительсене суйлас, ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас, опытпа ылмашӑнас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан, Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Николай Фролов паян 75 ҫул тултарнӑ.
«Ӗмӗре эпӗ юрласа ирттернӗ», — тет тивӗҫлӗ канури хастар арҫын. Николай Николаевич яланах юрлама юратнӑ. Паян та вӑл тӗрлӗ ансамбле ҫӳрет, ҫав шутра хулари социаллӑ центрти «Калинушка» ансамбльте те юрлать. «Сцена ҫинче пӗччен юрланӑ чухне вӑл ҫарта тӑхӑннӑ тумне тӑхӑнма юратать», — каласа кӑтартать учрежденин музыка ертӳҫи Валентина Телей.
Николай Фролов 16-ра аякри Оренбург облаҫне тухса кайнӑ. Тракторист пулма вӗренес ӗмӗтлӗскере ытла ҫамрӑк тесе илесшӗн те пулман, анчах питех те аякран пынине кура хӗрхеннӗ, вӗренме йышӑннӑ.
Кайран каччӑ трактористра ӗҫленӗ, салтакра пулнӑ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ. Промтракторта ӗҫлесен 2-3 ҫултанах хваттер параҫҫӗ тесе илӗртнӗрен унта ӗҫе авырнаҫнӑ. Заводра вӑл сумлӑ токарь пулнӑ. 37 ҫул хушшинче 27 наградӑна тивӗҫнӗ.
Мӑшӑрӗпе, Екатерина Сильвестровнӑпа, 49 ҫул ӗнтӗ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, пӗр хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче узбексене пропискӑна тӑратса тултарнӑ. Ҫавӑншӑн полицин асӑннӑ тӑрӑхри пайӗн полицийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Экс-пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йӗрке хуралҫисем ял хуҫалӑх кооперативӗсенчен пӗринче миграци саккунне епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Ял хуҫалӑх кооперативӗн членӗсенчен пӗринче Узбекистанри виҫӗ ҫынна пропискӑна тӑратнине палӑртнӑ. Анчах хӑйӗн пӗлӗшӗ ыйтнипе полици пуҫлӑхӗ асӑннӑ факта курмӑш тума хушнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Нам жить и помнить!» (чӑв. Пирӗн пурӑнмалла тата асра тытмалла) гала-концерт пулнӑ. Ӑна халӑх пултарулӑхӗн «Ҫӗнтерӳ салючӗ» республикӑри фестиваль-конкурсне йӗркеленӗ май ирттернӗ.
Гран-прие Элӗк муниципаллӑ окургӗ тивӗҫнӗ, 1-мӗш степеньлӗ лауреат ятне — Етӗрне округӗ, 2-мӗш степеньлине – Канаш, Куславкка округӗсемпе Ҫӗмӗрле хули, 3-мӗш степеньлине – Красноармейски округӗпе Шупашкар хули.
1-мӗш степеньлӗ дипломпа Муркаш муниципаллӑ округне чысланӑ, 2-мӗш степеньлипе – Комсомольски, Ҫӗмӗрле округӗсене тата Канаш хулине, 3-мӗш степеньлипе – Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел округӗсене.
Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче сахӑр кӑшманӗ акма пуҫланӑ, Етӗрне округӗнче вара хӑмла ҫакма тытӑннӑ. Пӗр сӑмахпа, ҫурхи ӗҫсем вӗресе кӑна тӑраҫҫӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Лаврентьев фермер хуҫалӑхӗнче кунне 15 гектар кӑшман акнӑ. Ку акма палӑртнӑ лаптӑкӑн 7,5 проценчӗ. Чӑваш Енре ҫак культурӑна 900 гектар ҫинче лартма палӑртнӑ.
Етӗрне тӑрӑхӗнче вара «Выльский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче хӑмла ҫакма тытӑннӑ. Кӑҫал ку ӗҫӗ 182 гектар ҫинче тумалла. Кунсӑр пуҫне 65 гектар ҫинче ҫӗнӗ плантацисем тумалла.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Олег Николаев йышӑнӑва алӑ пуснӑ: ЧР Вӗренӳ институчӗн ректорне Юрий Исаева ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл ӑна 6 ҫул ытла ертсе пынӑ.
Юрий Николаевич 1969 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 2010-2016 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ертсе пынӑ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта таврӑнма пултарать. Чеб.ру сайт хыпарланӑ тӑрӑх, ЧР Вӗренӳ институчӗн ректорӗ вырӑнне вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров килме пултарать.
Паянхи ир тӗлне 4 округри ялсенче шыв-шур сарӑлнӑ: Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Ҫӗрпӳ. Хӑш-пӗр ялта урам тӑрӑх шыв вӑйлӑ юхать. Вӗсенче пӑрӑхсене тасатаҫҫӗ, канавсем чаваҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра тивӗҫлӗ службӑсем юр мӗнле ирӗлнине, юханшывсем ҫыранран тухнипе тухманнине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Сӑрта, Атӑлта тата Мӑн Ҫавалта стационар посчӗсенче тӗрӗслев йӗркеленӗ.
Лару-тӑру япӑх аталанас тӑк 17 округри 57 ял-салана шыв-шур илме пултарать. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Раҫҫейре «Хӗрарӑмсем – йӑла-йӗркене упрассишӗн» онлайн-марафона пӗтӗмлетнӗ. Унта ҫӗршыври 30 ытла регионтан хутшӑннӑ. Хӗрарӑмсем килти вучаха епле упрани пирки, йӑла-йӗрке ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Патӑрьел округӗнчи Майринсем те пур. Вӗсем ҫемйипех тӗрӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Тамара Майрина алӑ ӗҫӗпе шкултах кӑсӑкланма тытӑннӑ. 9-мӗш класра чухне пӗрремӗш салфеткине тӗрленӗ.
Унтанпа 40 ытла ҫул иртнӗ. Халӗ Тамара йывӑртарах тӗрӗсемпе ӗҫлет. Ку ӑсталӑха кинне те парать. Екатерина качча кайиччен алӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланман та. Халӗ вара ӑна чӑн-чӑн ӑста теме пулать.
Майринсем конкурса хӑйсем ӑсталанӑ пуканесен, пуҫ хатӗрӗсен, наци тумӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене, видео ярса панӑ. Екатерина Майрина онлайн-марафонра мала тухнӑ пилӗк ҫын йышне кӗнӗ.
Кӑҫал хӗлле юр нумай ҫурӗ те, ейӳ вӑйлӑ сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк пулнине унчченех асӑрхаттаратчӗҫ. Ӗнер ҫанталӑк самай ӑшӑтнӑ, юр вӑйлӑ ирӗлме пуҫланӑ.
Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Чӑваш Сӑкӑтӗнчи Чапаев урамӗнче пурӑнакансем ӗнер шар курнӑ. Унта уй-хиртен, вӑрмантан шыв тӑрук анса ял тӑрӑх юхма тытӑннӑ.
Аса илтерер: ӗнер Улатӑр администрацийӗ Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарни пирки пӗлтернӗччӗ. Пӗр талӑкра шыв 1 метр ытла хӑпарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |